Артемьева Тамара Васильевна — чӑваш педагогӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1996), доцент (2003). Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ (2006). Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ (2013). Чӑваш чӗлхине вӗрентес методикӑпа 80 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗпе вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
Тамара Васильевна Артемьева 1958 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрмар районне кӗрекен Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ.
1977 ҫулта Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1982 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Вӑрмар районӗнчи Хуруйри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, унтан Шупашкарти 3-мӗш шкул-интернатра пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 1982–1983 ҫулсенче — Чӑвашри вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтӑн пуҫламӑш вӗренӳ кабинетӗнче методист пулнӑ. 1983 ҫултан пуҫласа 1997 ҫулччен — Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутӗҫ министерствине кӗрекен Вӗренӳри наци проблемисен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн чӑваш лабораторийӗнче ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ пулса вӑй хунӑ.
1996 ҫулта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 1998 ҫултанпа — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи доцент.
Т. В. Артемьевӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ чӑваш шкулӗсемпе шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсенче тӑван чӗлхене мӗнле вӗрентессипе, формисемпе меслечӗсене аталантарса пырассипе ҫыхӑннӑ. Вӑл 80 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗпе вӗренӳ пособийӗн, ҫав шутра монографин, авторӗ.
Унӑн ӗҫӗн тӗп тӗллевӗсен хушшинче — 1–4-мӗш классенче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тӑван чӗлхепе вӗрентес тата литература вулавӗн вӗрентӳпе методика комплексӗсене, ҫавӑн пекех шкулчченхи ӳсӗмри ачасене шкула хатӗрлемелли программӑсене хатӗрлесси.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 